Пилĕк çул каялла,2010 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче,педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей Вĕренÿ академийĕн академикĕ Геннадий Никандрович Волков ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Анчах унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр: тарăн шухăшлă калавĕсем,статйисем кашни ÿсĕмри вулакана çывăх, вăл пуçарнă ăслăлăха паян унăн тĕрлĕ регионри вĕренекенĕсем малалла тăсаççĕ….
Мухтавлă ентешĕмĕре халалласа ун ячĕпе хисепленекен Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 2016 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче асăну митингĕ иртрĕ. Ăна шкул ертÿçи Николай Малышкин уçрĕ, паллă ăсчахăн кун-çулĕпе ,ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.Вăл вĕрентсе каланисене тĕпе хумаллине палăртрĕ.
Ачасем академика халалланă сăвăсене вуларĕç,палăк умне чечексем хучĕç.