Хÿтлĕхсĕр çынсен кунĕ

        Раштав уйăхĕн 3- мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех хÿтлĕхсĕр çынсен кунне паллă тăваççĕ. Вĕсен хушшинче ачасем те нумай.  Шел пулин те пирĕн  хушăмăрта та сывлăхпа  хавшак, сусăр ачасем пурăнаççĕ. Вĕсене тарăн пĕлỹ илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма çăмăлах мар. Çакăншăн  патшалăх органĕсем, ялти общественноç, шкул администрацийĕ, вĕрентекенсем сахал мар тăрăшаççĕ.

      Паян  Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вулавăшра  çакăн пек ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе  çавра  сĕтел  хушшинче тĕл пулу иртрĕ. Тĕл пулăва вулавăш ертÿçи Любовь Адюкова  6-мĕш класра вĕренекен Мешков Егорăн  ятарлă куравĕпе  паллаштарнипе пуçларĕ. Çак  куравпа паллашнă  май унăн вĕрентекенĕ Л.Адюкова çакăнта пуçтарăннисене хÿтлĕхсĕр ачасем ытти ачасенчен ăс-тăн енчен  ытти вĕренекенсенчен нимĕнпе те уйрăлса  тăманнине  палăртса  хăварчĕ.  Çакна унăн ĕçĕсем тата хисеп хучĕсемпе тав çыравĕсем те çирĕплетеççĕ. Тĕл пулăва пĕр класра вĕренекен тус-тантăшĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем пĕр пĕринпе тупăшса шашка-шахмат вăййине  вылярĕç. Хăйсен  тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ  пуçватмăш ыйтăвĕсенче  тĕрĕслерĕç. Тĕл пулăва вĕçленĕ май Надежда Мешкова хÿтлĕхсĕр ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе шкул администрацине тата уйрăммăнах  хăйсен çемйинчен Любовь Германовна Адюковăна, çакăн пек хавхалантарса,  пулăшу  аллине  яланах  тăсма  хатĕр  пулнишĕн чĕререн   тав турĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу пылак çимĕçлĕ тулли сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ.

Сăнÿкерчěксем 1

Сăнÿкерчĕксем 2