Хирургăн кĕнеке презентацийĕ

Анатолий Никандрович Волков – хирург,медицина наукисен докторĕ,профессор. 250 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. 85 çулхи ентеш илемлĕ сăмахлăх лаççинче те сулмаклă утăмсем тăвать: повеçсемпе калавсенчен уйрăм кĕнекесем калăплать. Кăçал çеç унăн «Хирург телейĕ» ятлă черетлĕ кĕнеке кун çути курчĕ.

      Асăннă повеçĕн  пирвайхи хаклавĕ 2016 çулхи чỷк уйĕхĕн  23-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỷ паракан вăтам шкулта иртрĕ.

Хайлавра автор тĕп сăнарăн – хирургăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне витĕмлĕ çутатса панă. Унăн кăмăл-сипечĕ, тыткаларăшĕ , пуплевĕ вĕренекенсене малашлăх çулĕ çинче тĕрĕс утăмсем çеç тума хистет. Анатри диалект çине таянса çырнă повеç ваттисен сăмахĕсемпе, халăх каларăшĕсемпе пуян.

      Кĕнекене хаклама авторăн çывăх юлташĕ Владимир Иванов профессор, тăванĕ Анатолий Молоствов тухтăр, шкул директорĕ Николай Малышкин, Любовь Адюковăпа Надежда Хушкина вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Сăн ӳкĕрчĕксем