Пěчěк юмахсенче вун-вун ăрури пин-пин çын ăс-тăнě упранать.
Академик юмах çырма пултарать-и? – Пултарать.
Ахальтен-им Г.Н.Волков çырнă юмахсемпе калавсене ют халăхсен чěлхисене куçарнă. Вуласа пěлмелли, ăша хывмалли темěн чухлех академик çырнă юмахсенче.
Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěлÿ паракан вăтам шкулта 1-2-мěш классенче вěренекенсем Г.Н.Волковăн «Кил илемě» кěнекери юмахěсемпе паллашрěç. Тěнче курнă ентешěмěр пире тăван халăх ятне кирек ăçта та, кирек хăçан та çÿлте тытма ырă сунать. Авалтан пыракан ырă йăласене пăхăнса пурăнасса шанса тăрать.