Чăваш чěлхи эрнин пěтěмлетěвě

Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлу паракан вăтам шкулта ака уйăхěн  18-25 мěшěнче  чăваш чěлхи эрни пулса иртрě. Çак уявран никам та парăнса юлмарě. Эрне тарăшшěпех вулавăшра «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканě» кěнеке куравě пычě. Ака уйăхěн 18- мěшěнче 1–4-мěш классем хушшинче «Юмах юман тăрринче, халап хапха тăрринче» викторина пулса иртрě. Ачасем çак викторинăра хăйсен пěлěвне тата та уçамлăрах уçса пама пултарчěç.

    Чăваш чěлхи кунне халалласа ака уйăхěн 25-мěшěнче "Тăван чěлхем – таса хěлхем" литературăпа музыка уявě пулса иртрě. 6–мěш класра вěренекенсем сăвă-юрăпа тата "Ĕç пурнăç тыткăчи" пьеса кăтартса савăнтарчěç. Аслă ÿсěмри класс ачисемпе вěрентекенсем "Пěтěм чăваш диктанчě–2016" акцие хутшăнса "Çăкăр хакě" диктант çырчěç.

     Кашни класрах "Г.Н.Волков педагогикăна никěслекенě" темăпа информации сехечě иртрě. Ачасем хамăр ентешнĕн пултарулăхěпе  тата та тěплĕнрех паллашрěç.

   "Тăван чěлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чěлхе–халăхăн сумлă та телейлě малашлăхě каларăша яланах асра тытасчě,"– тесе пěтěмлетрěç уява вěçленě май чăваш чěлхипе литературине вěрентекенěсем.