«Ĕç – пурнăç тыткăчи»
2016-çула Ĕç çыннине халалланă . Этеме ěç çуратнă. Ĕç ăна çын тунă. Çавăнпа та ваттисем: "Ĕç пурнăç тыткăчи"– теççě. Çěр çинчи мěнпур ěçе çыннăн ăста аллипе çивěч ăс-хакăлě тăвать."Юратса тусан чи пěчěкçě ěçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен ěçлесен чăн пысăк ěç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять",–тенě И.Я.Яковлев хăйěн халалěнче. Шăпах çакна çутатса пама пултарчěç 6 – мěш класра вěренекен çамрăк артистсем. Вěсем «Ĕç – пурнăç тыткăчи» пьесăри сăнарсене чăн пулăмри пурнăçпа çыхăнтарса куракансем патне çитерчěç. Куракансем хăйсем валли ěçлемесěр пурăнăç тума çукк ине ăнланчěç