«Пěтěм чăваш диктанчě»

Эпě чăваш. Хам чăваш пулнишěн манăн савăнас килет. Мěншěн тесен эпир кăмăл- сипетрен сăпайлă, ěçре маттур халăх. Чăвашсене çакăншăн хисеплеççě те.

    Ака уйăхěн 25 –мěшěнче  1993 çултан пуçласа кашни  çул тăван халăхăмăр Чăваш чěлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне  йěркелекенě И.Я. Яковлев  çуралнă. Чăвашлăха упрас, малалла аталантарас, тăван чěлхене татах та тăрăшуллăрах вěренме  хавхалантарас  тěллевпе  республика шайěнче çулсеренех  «Пěтěм чăваш диктанчě»  акци иртет. Г. Н. Волков  ячěллě  Аслă Елчěкри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта вěрентекенсемпе вěренекенсем çак акцие    хаваспах хутшăнчěç. Акцин тěп тěллевě – чăваш чěлхин  пěлтерěшне, сум - хисепне  ÿстересси. Чăвашла пěлекен кашни  çын хăй тěрěс çырма пултарнине тěрěслерě.

Фото