«Илěртÿллě чăваш сăнарě» курав

     Эпир-чăвашсем…Эпě- чăваш. Çак сăмахсене пирěн яланах мăнаçланса, савăнса каласчě. Мěншěн тесен эпир – ăслă, ěçчен те маттур халăх. Халăхăн историйě аслă та чаплă.

   Ака уйǎхĕн 20-мĕшĕнче  Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта «Илěртÿллě чăваш сăнарě» курав уçǎлчĕ. Çак куравра ачасем хайсем чăн-чăн чăваш пулнине çирěплетсе пачěç. Вěсем анатри чăвашсен тумтирне тăханса ÿкернě тата  ěлěкхи чăвашсен ěç-хěлěпе çыхăннă сăн ÿкерчěксем тăратрěç.