2016 çулхи пуш уйăхěн 25-мěшěнче Аслă Елчěкри Г.Н. Волков ячěллě пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта ашшě-амăшěсен пěрлехи пухăвě иртрě. Унта тěрлěрен ыйту пăхса тухрěç.
Пушар хăрушсăрлăхěн требованийěсене пăхăнасси пирки районти пушар хуралěн патшалăх инспекторě Сергей Сардаев тухса калаçрě. Республикăри, районти пушар сăлтавě ытларах ачасен айăпěпе пулать. Çавна май пушар инспекцийěсен ěçченěсем ачасемпе тăтăшах тěлпулусем ирттереççě, профилактика ěçне пурнăçлаççě. Пушар хăрушсăрлăхне ÿстерес тěлěшпе ашшě-амăшěн, вěрентекенсен, пěтěм общественноç пěрле ěçлемеллине палăртрě.
Ачасен вěренÿри яваплăхě çинчен шкул директорěн вěренÿ енěпе ěçлекен çумě Тамара Никонова сăмах илчě. Шкул ачишěн вěренÿ малти вырăнта тăмалла. Учительсемпе пěрле ашшě-амăшěн те ачасен килти вěренÿ процесне йěркелесе, пăхса тăмалла. Çакна пăхăнсан çеç ачасен пěлěвě тивěçлě шайра пулě. Зинаида Обручкова, Зоя Павлова вěрентекенсем вырăс чěлхипе литератури тата математика тěрěслев ěçěсен пěтěмлетěвěсемпе паллаштарчěç.
Вěренекенсем Интернетпа мěнле усă курнин анкета пěтěмлетěвěпе шкул директорěн воспитани енěпе ěçлекен çумě Татьяна Прокопьева паллаштарчě. Вăхăт улшăнăвěсемпе пěр тан пыма пурнăç хистет. Анчах та çак улшăнăвусен сиенě те пысăк. Ачасем ытларах сывă пурнăç йěркине пăхăнмаççě, сенкер экран умěнче, компьютер е карас телефонě çинче «çакăнса» лараççě. Вěренекенсем Интернетпа мěнле усă курни çинчен тупсăмне анкета тупма пулăшрě. Ку тěлěшěпе ашшě-амăшěсен контроле ÿстермеллине, компьютер вăйă мар, вěренÿ хатěрě пулмаллине палăртрě Татьяна Геннадьевна.
Пухура çавăн пекех шкул пурнăçěпе çыхăннă ытти ыйтусене пăхса тухрěç.