Шкулта сенсор пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта нумаях пулмасть сенсор пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ.

 Ку пӳлӗмре сывлӑхшӑн усӑллӑ темле япала та пур: велотренажер, типӗ бассейн, ҫемҫе пукансем тата ытти те.

Сенсор пӳлӗмӗне ачасен пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе те усӑ курасшӑн. Унта хӑйӑрпа тата шывпа ӗҫлемелли сӗтелсем те вырнаҫтарнӑ. Утмалли мобиль текен япала та пур унта.

Пӳлӗме чи малтан 2-мӗш класра вӗренекен ачасене илсе кайса кӑтартнӑ. Любовь Адюкова педагог ку пӳлӗм ачасене самай усӑ кӳрессе шаннине палӑртать.

Сенсор пӳлӗмӗн алӑкӗ шкулта вӗренекенсем валли кӑна мар, унта тӑрӑшакансем валли те уҫӑ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшне те унта кӗртме шантараҫҫӗ.