Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл- чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттури тĕнчере.
Мĕн чухлĕ юрă, сăвă, калав хывнă-çырнă аннесем çинчен.
Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне.
Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Çак уява халалласа Аслă Елчěкри шкулта пуçламăш классенче вěренекенсем пысăк залра концерт кăтартрěç. Уявăн тěллевě- аннесене хисеплемелли çинчен аса илтересси, вĕсене юратма, упрама вĕрентесси, вĕренекенсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарасси пулчě.
Аннесем çинчен хывнă сăвă - юрăсене ăшă кăмăлпа, илемлě кăтартса пама пěлчěç. Ашшě- амăшěсемпе вěрентекенсем пěчěк артистсен пултарулăхне курса киленчěç.
Уяв пурин кăмăлне те кайрě.