Çынна ĕçне кура хаклаççĕ
Юпа уйǎхĕн 31 мĕшенче чи сумлǎ та хисеплĕ çыннǎмар,Г.Н.Волков ,пурǎннǎ пулсан, 85 çул тултарнǎ пулĕччĕ. Вǎл ачасемшĕн те çитĕннисемшĕн те тĕслĕх вырǎнĕнче пулнǎ. Ǎсчах çырса хǎварнǎ кашни сǎмах ваттине те вĕттине те тарǎн шухǎша ярать.
«Кил илемĕ» кĕнекери юмахсем ачасене тата та ытларах вулама, тĕрĕс те сǎпайлǎ пулма вĕрентеççĕ. Çакна шута илсе шкулти вулавǎш ертÿçи Любовь Германовна
«Атьǎр пĕрле вулар-ха» вулав сехечĕ йеркеленĕ. Вулав сехетне ытларах кĕçен класра вĕренекенсем йышлǎ çÿреççĕ. Хǎйсем вуланǎ юмахсене ашшĕ – амǎшĕсене каласа парса савǎнтараççĕ, кǎмǎлланнǎ хайлавсене рольсемпе выляма хатĕрленеççĕ. Тǎван чĕлхе – иксĕлми ǎс-тǎн çǎлкуçĕ пулни куç умĕнчех.