Ылтăн кĕркунне уявĕ

 

Çитрĕ, çитрĕ, юлташсем,

Ылтăн кĕркунне.

Сарă, хĕрлĕ, çулçăсем

Ўкрĕç çĕр çине.

 

   Кĕрхи çулçăсем евĕр вĕçсе çитрĕç çак уява 5-8 класра вĕренекенсем. Кашни команда хăйĕн ячĕпе, эмблемипе паллаштарчĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси, сăвă-юрă, капăр кĕрхи тум-тирпе паллаштарасси, капитансен конкурсĕ – çакăн пек конкурссенче хăйсен пултарулăхăсене кăтартрĕç хутшăнакансем. Курма килнĕ, командăсене хавхалантаракансем те ĕçсĕр лармарĕç. Вĕсем тупмалли юмахсен хуравĕсене пĕлсе командăсем валли балсем пухрĕç, «Задоринка» кружока çÿрекенсен çепĕç юррисемпе киленчĕç.

   Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвне конкурсантсем чăтăмсăр кĕтрĕç. Кашни командăн çулçине шутласа жюри членĕсем ытти балсем çумне хушрĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç: 1 вырăна – 5 класра вĕренекенсем йышăнчĕç, 2 вырăна – 8 класра вĕренекенсем, 3 вырăна – 6 тата 7  класра вĕренекенсем пайларĕç.

 

Сăн ÿкĕрчĕксем