Аслă ăрури çынсен уявĕ

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче – пĕтĕм тĕнчени аслă ăрури çынсен уявĕ. Çак уява уявлама Аслă Елчĕкри культура çуртне халăх чылай килнĕ. Çутă та тирпейлĕ, ăшă пÿлĕме, пуян сĕтел тавра пĕлĕшсем, тантăш-юлташсем пуçтарăннă.

Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 3, 4 класра вĕренекенсем (класс ертÿçисем: Хушкина Н.А., Питакова В.И.) те уява васкарĕç. Вĕсем асатте-асаннесене, кукамай-кукаçисене уявпа саламларĕç, ватă çынсен чунĕсене илемлĕ сăвăсемпе, çепĕç юрă-ташăпа савăнтарчĕç.