Букварь-пěлӳ çěр шывне çул уçса панă пěрремěш тус.
Хаваслăх пěчěк мар
Халь пирěн кашнинех.
Кăтартрě çул букварь
Пире пěлӳ патне.
Çак кунсенче Аслă Елчěкри 1 класра вěренекен 16 ача букварьпе сыв пуллашрě.
Класс ертӳçи Татьяна Николаевна Ласточкина ачасемпе утренник ирттерчě. Эпир, ашшě-амăшěсем, уявпа питě кăмăллă юлтăмăр. Ачасем юрă- ташăпа, сăвăсем каласа савăнтарчěç,тěрлě вăйăсем вылярěç