Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 23-30 мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ. Çак уявран никам та пăрăнса юлмарĕ. Эрне тăрĕшшĕпех «И.Я. Яковлев-чăваш халăхне çутта кăлараканĕ»кĕнеке куравĕ пычĕ.
Ăка уйăхен 24- мĕшĕнче шкулти вулавăшра «Чăвашлăх тĕнчи» викторина пулса иртрĕ. Ачасем çак викторинăра хăйсен пĕлевне уçса пачĕç.
Чăваш чĕлхи куне халалласа ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче «Тăван чĕлхем –таса хĕлхем» литературăпа музыка уявĕ пулса иртрĕ. Ачасем сăвă-юрăпа, ташăпа савăнтарчĕç.Тăван чĕлхене упрама, юратма,хистекен сăвăсене ачасем илемлĕн вуларĕç. Яковлев калавĕсем тăрăх инстенировкăсем лартрĕç. Тăххăрмĕш классем «Тăван чĕлхе- чăваш чĕлхи» темăпа çырнă сочиненисенче авалтан пыракан чĕлхемĕр ĕмĕрсем хушши пуянланса, çивĕчленсе, туптанса пынине çутатса панă. «Кам тавçăруллăрах?» конкурсра та ачасем пултаруллă пулни курăнчĕ. Ытларах пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем хăйсене панă ыйтусем çине туллин те тĕрес хуравлани савăнтарчĕ. Кашни класра «Г.Н. Волков-этнопедагогикăна никĕслекенĕ темăпа информации сехечĕ пулса иртрĕ. Информаци сехетĕнче Г.Н.Волков педагогăн ĕçĕ – хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç.
«Тăван чĕлхе –халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе- халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» каларăшне яланах асра тытар.