Ашшĕ-амăшĕсен вĕрентĕвĕ

Пĕрремĕш класс, пĕрремĕш кдасс -

Вĕренме эпир хавас.

Пултаратпăр вулама,

Шутлама, хитре  çырма.

 

    Кăçалхи 2012-2013  вĕренÿ çулĕнче пуçласа парта хушшине 12 ача ларĕç. Людмила Васильевна Волкова вĕрентекен пуçарнипе пулас пĕрремĕш классене шкула хатĕрлес тапхăр пуçланчĕ. Кашни шăмат кун ашшĕ-амăшĕсемпе ачасене шкула хатĕрлес енĕпе вĕрентÿ пырать.

    Пĕрремĕш тĕлпулура ачасем пĕр-пĕринпе тата хăйсен  пулас вĕрентекенĕпе паллашрĕс.

Ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем валли  мĕнлерех вĕренÿ хатĕрĕсем илесси пирки калаçу пулчĕ.

Ачасемшĕн пĕлÿ çулĕ вăрам та интереслĕ пулĕ. Пĕлÿ тĕнчине кĕме пулăшас тесе тата çак çул çăмăлрах пултăр тесе Л.В.Волкова  çамрăк ачасене кашни эрне вĕçĕнчех шкула килме йыхравларĕ.