Çак кунсенче Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ вăтам шкулта Чăваш тумĕн уявĕ иртрĕ. Уява Шупашкар хулинчен килнĕ кĕпе тум-тир ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова ертсе пычĕ. Вăл куракансене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Чăннипех те чăваш тумĕ пуян пулнине тĕслĕхсемпе, манекен-хĕрсем çинчи тумсемпе çирĕплетрĕ.
Чăваш капăрĕсене хальхи тумсемпе те тăхăнма пулать иккен. Çакна Зинаида Ивановна «Шыв арманĕ» оперăри хĕр капăрĕпе палăртрĕ. Чăваш тум ăсти республикăри юрă-ташă ушкăнĕсене – пурĕ 69 коллектива тумсем тăхăнтарать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лариса Васильева хутшăнни те уява пуянлатрĕ. Юрăçă çепĕç те илемлĕ чăваш халăх, эстрада юррисене шăрантарса куракансене савăнтарчĕ.
Пурте тăвăллăн алă çупса чăваш халăх артисткине Вера Кузьминана кĕтсе илчĕç. Чăваш театрĕн аксакалĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина 90 çула çывхарать пулин те уявăн тĕп шăнăрĕ пулчĕ. Унченхиллех унра пултаруллăх çăл-куçĕ çамрăкла тапса тăрать. «Çĕпĕр девизийĕ» хайлаври сыпăка, мăшăрĕ – чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн – сăввисене чун-чĕрене витермелле, куççуль кăлармалла ĕнентерÿллĕн вуларĕ.
Ахальтен каламан пулĕ ĕнтĕ «Чăваш çĕр-шывĕн çĕр пин юрă, çĕр пин ташă, çĕр пин тĕрĕ» тесе. Чăннипех уяв пурне те кăмăла кайрĕ. Çакăн пек пултаруллă çынсем пулсан пирĕн чăваш халăхĕ нихăçан та пĕтмĕ, йăла-йĕркесем ăруран ăрăва куçса пырĕç. Чăваш чĕлхипе тăван ен культурин эрнинче сакăн пек уяв ирттерни, уява хутшăнакан кашни çын, ача хайне валли кирлине илессе шанас килет.