Хĕллехи сезон вĕçленчĕ

Кашни шкулта, районсенче, республикăра хĕл вăхăчĕ нихçанхи пек хĕрÿ тăрать. Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та çак хушăра иртекен ăмăртусене хастар хутшăнса пырать. Кăçал шкул команди район тата республика шайĕнче иртекен нумай спорт вăййисене хутшăнса малти вырăнсене илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Çав вăхăтрах шкулта та чылай спорт тупăшăвĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе шкулта хĕллехи сезона хупассине палăртрăмăр. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче ачасем савăнсах йĕлтĕр йĕрĕсем çине тăчĕç. Масстарт питĕ хĕрÿ иртрĕ. Ял пуçлăхĕн парнисене чылай ача тивĕçрĕ. Ачасен çулне шута илсе хĕрсем хушшинче малти вырăна çаксем тивĕçме пултарчĕç: Агеева Екатерина (4 класс), Обучкова Анна (7 класс), Елкина Анна (8 класс), Молькова Олеся (10 класс). Каччăсем хушшинче малти вырăна тухнисем: Мисяков Станислав (3 класс), Патшин Артем (7 класс), Калашников Дмитрий (9 класс), Соколов Александр (11 класс).

Малти тата призлă вырăна тухакансене чĕререн саламлатпăр. Малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.

 

Сăн ÿкěрчěксем