«Ылтăн вăчăра» повеçĕ тăрăх викторина

Çĕр-шыва хÿтĕлекенсен уявне халалласа 4 класра Л. Агаковăн «Ылтăн вăчăра» повеçĕ тăрăх викторина иртрĕ. Ачасем повеçе интересленсе вулани палăрчĕ. Викторина ыйтăвĕсем çине пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тĕплĕн хуравларĕç.

Викторина хыççăн ачасем салтакăн пĕр кунхи апат рационĕн пакечĕпе паллашрĕç. Салтак апатне тутанса пăхни ачасемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ.