Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Г. Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Елчĕкри вăтам шкул çумĕнчи пуçламăш классенче вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ĕçлĕ ларăвĕ иртрĕ. 2012 мĕш çул истори çулталăкĕ пулнă май тата нарăс уйăхĕ ачасене патриотикăлла воспитани уйăхлăхĕ пулнине никĕсе хурса, класс тулашĕнчи «Аслă Елчĕкĕн паллă çыннисем» ятлă мероприяти курса тишкертĕмĕр. Ăна тăван ялти ĕçпе тата пултарулăхпа çĕршыв умĕнче мухтава тивĕçлĕ пулнă ывăл хĕрĕсене халалланă. Ларăва хутшăннисем мероприятие пысăк хак пачĕç.