Çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлантăмăр

Чăваш кĕнеке издательстви Çĕнĕ çул тĕлнелле ачасем валли паха парне хатĕрлерĕ – ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, тетте пек хитре те вĕр çĕнĕ кĕнекесем. Çак кĕнекесем  халĕ пирĕн шкул валавăшнче те пур. Вĕсемпе пире шкул бииблиотекарĕ Любовь Германовна  яланхиллех тĕплĕн паллаштарчĕ. «Вăрманти ташă» сăвăсен  пуххи пире çамрăк вулакансене те, аслисене те килĕшĕтех. Анатолий Тимофеев-Ыхра, Михаил Мерчен (Захаров), Вăрăм Палюк (Владимир Рыбкин), Людмила Сорокина (Пурлушкина) хайлавĕсене пĕр кăларăма пухса хатĕрлекенĕ – Ольга Васильева. Унти сăвăсене ташă картине пĕрлештерекенни – вĕсенче çитĕнсе пыракан ăрăва ĕçчен те тирпейлĕ, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентни палăрать. Никама та ятламасăр, тăван чĕлхепе, лăпкăн та кăмăллăн. Тĕслĕхрен, Анатолий Ыхран «Пăрчăкан пек хĕр ача» сăвви кашнинех килĕшет:

Картишне те шăлмалла,

Чĕпсене те пăхмалла,

Пĕчĕк шăллĕ пылчăкланнă –

Кĕпине те çумалла.

Ăшша пиçнĕ Униççе,

Пăрчăкан пек чупкалать.

Амăш ĕçрен киличчен

Пÿртне-çуртне тасатать.

Любовь Германовна пире сăвă авторĕсемпе тата художникĕпе те  теплĕн паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен: кĕнекене илемлетнĕ Петр Сергеев Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче çуралса ÿсни, тăван ялĕнчи шкулта вĕрентнипе пĕрлех вăл Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленекен хайлавсене ÿкерчĕксемпе пуянлатнине   те пĕлме пултартăмар.

 «Сире çак кĕнеке килĕшрĕ-и? Ÿкерчĕкĕсем кăмăла кайрĕç-и?»-тесе ыйтать вăл  çепĕççĕн кашни вулаканран. 

Ева Лисина çыравçăн «Вĕçекен кÿлĕ» кĕнекине икĕ чĕлхепе кăларнă. Вырăсла тата чăвашла. Куçаруçи – авторĕ хăех. Ева Николаевнăн чĕлхи ачасене çывăх, тÿрех ăнланмалла та евĕрлев сăмахĕсемпе пуян.

Суйла кăна – калавсем те, юмахсем те, сăвăсем те пур халĕ пирĕн вулавăшра.

«Ăслăлăх çуртне çÿресен,чăваш кĕнекисене вуласан ăс хуранĕ  туллии пулĕ» - тет пире йăл кулса Адюкова Любовь Германовна библиотекарь.

 

 

Юлия Адюкова 5 кл.