Аслă Елчĕкри 4-мĕш класра вĕренекенсем кивĕ çĕнĕ çул уявне вăрманта кĕтсе илчĕç.
Çак кун ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле йĕлтĕрсем çине тăрса ачасем вăрмана çул тытрĕç.
Унта вĕсем хамăр тăрăхри хĕллехи вăрман пурнăçĕпе, унта пурнакан чĕр-чунсемпе, вĕçен кайăксемпе паллашрĕç.
Эх, мĕнле илемлĕ хĕллехи вăрман. Йывăçсем хĕл ыйхине путнă. Шурă кăпăшка юр çинчи тĕрлĕ чĕр-чун йĕрĕсене вăрман кĕнекине вуланă пек вуларĕç ачасем!
Хĕллехи вăрман шăплăхне сирсе кăвайт умĕнче тĕрлĕ вăйă-кулă ирттерни, сăвă-юрă калани ачасен асĕнче нумайлăха асра юлĕ.