Чăваш поэзиĕн Улăпĕ

Кăрлач  уйǎхĕн  6-мĕшĕнче, Елчĕк районĕн Çирĕклĕ Шǎхалĕнчи   пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам  шкулта  районти чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  семинарĕ иртрĕ.  Ăна  Я.Г.Ухсай  çуралнǎранпа 100 çул  çитнине  халалланǎ.

Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацин  ертÿçи  Левая Н.А.   «Поэт тĕнчи» ятлǎ уçǎ урок ирттерчĕ. Учительсем икĕ ушкǎна пайланса хаваспах ĕçлерĕç. Вĕсем ачасем вырǎнĕнче пулса курчĕç. Унтан вĕрентекенсем   Я.Г.Ухсай çулталǎкне халалласа  хǎйсен шкулĕсенче кашниех мĕнле  ĕçсем  туса ирттернипе паллаштарчĕç. Вĕсем поэта асǎнса уçǎ уроксем, конкурссемпе викторинǎсем, литература каçĕсем  ирттернĕ, ачасем  сочиненисем, сǎвǎсем, калавсем çырнǎ. Аслă Елчĕк  шкулĕнче ĕçлекен  Адюкова Любовь Германовна  шкулти вулавăшра”Чăваш поэзиĕн Улăпĕ” темапа ирттернĕ   мероприятипе туллин  паллаштарчĕ, çав самантра  ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксемпе уяв  мĕнлерех шайра иртнине çирĕплетсе пама пултарчĕ.

Семинара хутшǎннисем «Я.Г.Ухсай  пурнǎçĕпе пултарулǎхне шкулта вĕрентесси» темǎпа кĕнеке кǎларма сĕнчĕç.Çак кĕнекере Любовь Германовна ирттернĕ мероприятиĕн анлă планне те  пичетлеме сĕнчĕç.

Çак семинар чăваш челхипе литература вĕрентенкĕнсемшĕн усăллă иртрĕ,пурте кăмăллă юлчĕç.