Савăнăçлă тĕл пулу.

Тин çеç вĕренÿ çулĕ пуçланăччĕ темелле. Ăкă иккĕмĕш чĕрĕк те вĕçленсе пырать.Çак чĕрĕке  эпир 7-мĕш класс ачисем лайăх паллăсемпе  анчах вĕренсе пĕтерес тесе тăрăшатпăр. Класс ертÿçи те  Любовь Германовна Адюкова  пире яланах кирлĕ сĕнÿсем парать, пирĕнпе тĕрлĕ ĕç туса ирттерет. Хамăр та ăна хавхалантарма, пĕр-пĕр пĕчĕк ĕçпе те пулин савăнтарасшăн.

Юр çунишĕн савăнса

Мĕн чуль ача хĕпĕртет.

Йĕлтĕр  йĕрĕ вĕсене

Ярăнмашкăн илĕртет

 

Таврана шап-шурă юр витрĕ. Çак куна класс ертÿçи те эпир те чăтăмсăр кĕтрĕмĕр. Ахальтен каламан пулĕ ваттисем: «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест» - тесе. Пирĕн класс ертÿçи хăй те темиçе енлĕ тавра курăмлă вĕрентекен. Эпир те класс ертÿçинех  хывнă пулĕ.

     Пĕр илемлĕ ăшă  кун  класĕпех йăпăр-япăр йĕлтĕрсем сыртăмăр та  кÿршĕри Патреккелти 7 –мĕш класс ачисемпе курнăçса паллашма  вĕçтертĕмĕр.

    Таврара  илемлĕ, шăп. Хĕллехи çанталăк асамлă юмах тĕнчи евĕрех туйанать.  Лапка - лапка юр çăвать. Çĕнĕ юр çинче йĕлтĕр те хавăрттăн шунине пула эпир çитес çĕре часах çитрĕмĕр.

    Пире 7-мĕш класс ачисем тата вĕсен класс ертÿçи Иванов  Г.Н. хапăл тусах кĕтсе илчĕç. Чи малтанах весем пире илемлĕ те çĕнĕ капмар шкулпа, хăйсен  вĕренекен классĕпе, класс кĕтесĕпе, шкул вулвăшĕпе, музейпа паллаштарчĕç. Шкул вулавăшĕнче ачасем яланхилле кĕнеке вуласа мар, шашкăлла выляма пултарчĕç.

«Сывлăхлă  пулас тесен мĕн пĕлмелле?» конкурсра пĕр-пĕрне тĕрлĕ ыйтусем пама пултартăмăр. Ку вăйа конкурса туслăх çĕнтерчĕ.

    Икĕ класс ачисем те спортпа туслă пулнине курах пулĕ пире Адюков Александр Алексеевич, физкультура предметне  вĕрентекен «Хаваслă старта»  йыхравларĕ. Вăл пире темĕнле спорт ăмăртăвĕн вайисепе те тупăштарчĕ. Ку хутĕнче  кил хуçисем  пиртен  паттăртарах  та вăйлăрах пулни палăрчĕ. Анчах та эпир куншăн пăшăрханмарăмар. Телпулăва пĕтĕмлетсе асăнмалăх çĕнĕ туссемпе  сăн ÿкерчĕксем те ÿкертертĕмĕр. Пĕр пĕринпе электронлă адрессепе те улшăнма пултартăмăр.

  Мĕн чухлĕ савăнăç парнелерĕ пире çак кун. Пирĕн туслăх малалла тата çирĕпленсех пырĕ. Çитес кунсенче   Патреккелти 7- мĕш класс ачисем пирĕн патне хăнана килме те шантарчĕç.  Çак кун тĕлпулу пирĕн асăмра  юлĕ. Чун каниччен уçă сывлăшра пулни тата мĕнле аван!