Çĕр çинчи чи илемлĕ сăмах – анне. Çывăх та тăван çын юнашар чух кăмăл çĕкленет. Мĕн пур йывăрлăх сирĕлет, вăй- хăват хушăнать. Анне – пуçламăшсен пуçламăшĕ, çемье никĕсĕ, хавхалану çал куçĕ. Вăл кашнин пурнăçĕнче - чи хаклă çын, мĕншĕн тесен анне – пире тĕнчепе çыхăнтаракан çын.
Чуна чи çывăх уявсечен пĕри - Анне кунĕ. Çак куна халалласа Аслă Елчĕкри вăтам шкулти 7 –мĕш класра «Чи илĕртÿллĕ хĕрарăм - анне» класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Аннесемпе пĕрле эпир те тĕрлĕ вăйă-кулă конкурсĕсенче савăнтăмăр. Класс ертÿçи Любовь Германовна Адюкова «Анне тата эпĕ» илемлĕ сăн ÿкечĕксенчен хатĕрленĕ видеоролик пирĕн чунсенче аннесем патне тата та ăшăрах туйăм çуратрĕ.
«Сире ырă пулнăшăн, чун ашшишĕн, ырми –канми ĕçшĕн тата тÿсĕмлĕхшĕн пуç тайса тав тăватпăр. Сире юратчăр, телейлĕ пулăр, ачăрсем сире яланах савăнăç кăна кÿччĕр»-тесе вĕçлерĕ класс ертÿçи уява пĕтĕмлетнĕ май.