Савăнăçлă экскурси

Ноябрĕн 23-мĕшĕнче эпир  Аслă Ĕлчĕкри вăтам шкулти 7-мĕш класс ачисем хамăрăн класс ертÿçи тăрăшнипе тĕп хулана Шупашкара  экскурсие кайрăмăр. Шупашкар пысăк та тирпейлĕ хула. Кунта паллă вырăнсем чылай. Çакна тĕпе хурса эпир нумай çĕре çитме тăрăшрăмăр.

    Чи малтанах хамăр юратса вулакан «Тантăш» хаçат  редакциĕнче пултăмăр,  унăн  кун çулĕпе паллашрăмăр. Малалла пирĕн экскурси автобусĕ Чăваш Радио çуртне килсе чарăнчĕ. «Шăнкăрав» радиоперадачăна ертсе пыракан Галина Витальевна Васюкова пире хаваспа, тулли  кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Эпир кунта хамăра чăн–чăн корреспондент пекех  туйрăмăр. Тÿрĕ эфирти передачăна хутшăнса хамăр шкул пурнăçĕпе  радио итлекенсене паллаштартăмăр. Ун хыççăн Чăваш Наци телевидение те çитсе куртăмăр, вĕсен çĕнĕлĕхĕсемпе  паллашрăмăр. Пирĕн пултаруллăха кура кунти корреспонденсем пиртен тĕрлĕрен интервью илчĕç.

   «Макдоналдсра» тутлă апатпа сăйланнă хыççăн çамрăксен театрĕнче «Тăм тивнĕ чечексем» спектакль курса савăнтăмăр. Спектакль тăлăх ачасен йывăр шăпине сăнласа пачĕ, пирĕн çамрăк чунсенче те хĕрхенÿ туйамĕ çуратрĕ. Киле савăнăçлă  кăмăлпа таврăнтăмăр.  

Çапла эпир, пĕр кунта

  Темĕн те пĕр куртăмăр.

                                                         Тĕрлĕ çĕрте пултăмăр,

                                                         Мĕн  курнине –пĕлнине

                                                        Лайăххине, пахине

                                                        Пуçа хывса хутăмăр.

 

    Çакăн пек  пирĕншĕн  усăллă та интереслĕ экскурсие  йĕркеленĕшĕн  класс ертÿçине  Любовь Германовна Адюковăна тем пысăкăш тав сăмахĕ калатпăр.

 

Сăнÿкерчĕксем