Пирĕн шкулти вулавăшра иртекен «Ал ăсти» кружока ачасем питĕ юратса çÿреççĕ. Çамрăк ăстаçăсем вĕтĕ шăрçапа, хăма çине тĕрлĕ эреш, тĕрĕ тĕрлеме вĕренеççĕ. Пллах ал-ĕç тума пĕлни пурне те кирлĕ. Пĕр-пĕр уява хавăн аллупа ăсталанă е тĕрленĕ япала парнелесен камăн чунĕ савăнмĕ. Хамăр алăпа вĕтĕ шăрçаран çыхнă сулăна, хăлха ÿнкине, çакса çÿресен пиртен чипер хер ача та пулмĕ. Çак ăсталăха алла илме пире Архилина Наташа Александровна вĕрентет.