Чаплă ентешĕмĕр, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей Вĕренÿ академийĕн академикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков пурăннă пулсан 84 çул тултармаллаччĕ. Питĕ шел: Геннадий Никандрович çак куна кĕтсе илеймерĕ - иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăл тунă ĕçсем те, унăн çутă сăнарĕ те нихăçан та асран тухмĕ.Ентешĕмĕре асăнса эпир шкулти вулавăшра асăну сехечĕ ирттертĕмĕр. 1 класра вĕренекенсем унăн «Кил илемĕ» кенекипе паллашрĕç. Вăл çырнă витĕмлĕ юмах-калавĕсене вуласа тишкертĕмĕр. Ачасем çакна ăнланчĕç:
ырă сăмах,
ырă кăмăл.
Усал куракан - усал пулĕ, ырă куракан- ырă пулĕ».