Эпир пушара хирĕç

Пушара хирĕç кĕрешмелли уйăхлăха пĕтĕмлетсе 2-мĕш класс ачисемпе  шкулти вулавăшра калаçу сехечĕ ирттертĕмĕр. Класс ертÿçи  Хушкина Н.А. çулăмăн усси тата сиенĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Библиотекарь Адюкова Л.Г. презентаци кăтарса çирĕплетсе пычĕ.  Калаçăва  пĕтĕмлетÿ тунă май, ачасем тунă ÿкерчĕксенчен курав йĕркелерĕмĕр. Калаçу ачасен кăмăлне кайрĕ.