Эпир Аслă Елчĕкри 7 класс ачисем «Тантăш» хаçата питĕ юратса вулатпăр. Кашни кĕçнерни кун хасатăн çĕнĕ номĕрне чăтăмсăр кĕтетпĕр.Çак хаçатпа эпир чи малтан шкулти вулавăшра паллашатпăр. Çĕнĕлĕхсемпе пире Адюкова Любовь Германовна библиотекарь, вăлах пирĕн класс ертÿçи те теплĕн паллаштарать. Ытти матариалсемпе вара килте паллашатпăр. Пирĕн класра пурĕ 22 вĕренекен. Вĕсем пурте çак хаçатпа туслă, пурте тепĕр çур çулшăн çырăнма та ĕлкĕрнĕ.Çак хаçат пире уроксем тума та нумай пулăшать, сочиненисем çырнă чухне вара чăн-чăн шпаргалка евĕрех.