ÇЫРМАНА ИШĔЛМЕ ПАМАСТПĂР

Источник: Таташ

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи Адюковсен çурчĕ çырма хĕрринче ларать. Çурхи шыв-шур усăллă тăпрана юхтарса ан кайтăр тесен çырма-çатра хĕррине йывăç лартмаллине хĕрĕсем Катьăпа Юля шкула çÿреме пуçличченех пĕлнĕ, ашшĕпе амăшĕ вĕсене утма вĕреннĕ-вĕренменех йывăç лартма хăнăхтарнă та. Тĕмсем хăвăртрах çитĕнеççĕ-ши е хĕр ачасем-ши? Хăйсем пăхса тăракан хунавсем çумне тăрса час-часах виçĕнеççĕ хайхискерсем.

Халĕ çырма хĕрринче 40-50 йывăç таранах ÿсет. Выльăх-чĕрлĕх ан сиенлетĕр тесе хунавсене решеткепе çавăрса тытаççĕ Адюковсем. Пĕлтĕр çулла вара ÿсен-тăрана уйрăмах йывăр килнĕ, çу каçипе пĕрре те çумăр çуман-çке. Катьăпа Юля ÿркенсе тăман, витрепе шыв йăта-йăта сапнă. Адюковсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарать, акă иртнĕ çуркунне Юльăпа Катя тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ çырмара тăрмашнине курсан кÿршĕ хĕрĕ Настя Орехова та чăтса тăрайман, пулăшма тухнă.