Пĕтĕм тĕнчери Учитель кунĕ

                   Вĕрентекен! Яту сан чаплă,

                   Чун-хавалу  пуян та аслă,

                   Ěçÿ, чăнах та, пархатарлă,

                   Вăл ĕмĕр пултăрччĕ – мухтавлă!

 

Октябрĕн 5-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Учитель кунне уявлать. Çак куна учительсем кăна мар, вĕренекенсем те, ÿссе çитнĕ çынсем те кĕтеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта çамрăк ăрăва пĕлÿ парас, çĕр-шыва кирлĕ пек пăхса ÿстерес ĕçе учитель йĕркелесе туса пырать.

Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта паян пуçламăш классенчи вĕренекенсем вĕрентекенсене професси кунĕ ячĕпе саламласа сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç.

 

                    Тавтапуç, Вĕрентекенĕм,

                    Халĕччен çĕр-çĕр çынна

                    Эс çунат парса çĕкленĕ

                    Пирĕнтен хисеп сана!