Юлашки шăнкăрав

Эх, епле, епле эс манăн

Вăй-хăват пиллен шкула!

Вăл кашниншĕнех тăванăн

Яр уçать умри çула!

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе 2010-2011 вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ «Юлашки шăнкăрав» уявне уявлаççĕ.

Аслă Елчĕкри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче уяв 10.00 сехетре пуçланчĕ. Çак кун ачасене, ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене кулăпа, савăнăç, ăнăçу ялтравĕпе кĕтсе илчĕ панхи уяв.   Шкул директорĕ Николай Малышкин сăмах илсе пурне те уяв ячĕпе  саламларĕ. Шкул тата район чысне республикăра тĕрлĕ конкурссенче  хÿтĕленĕ выпускниксене тав хучĕсем пачĕ.

Выпускниксене саламлама чылай хăна килнĕ. Паян та район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн опека тата попечительство енĕпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ Ольга Архилина, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн ертÿçи Эльвира Фёдорова пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакансене ăнăçу сунчĕç.

Вун пĕрмĕшсем салама юрă-ташăпа çирĕплетрĕç.