Чăваш чĕлхипе литература эрни пĕтĕмлетĕвĕ

Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкулта ака уйăхĕн 22-28 –мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ.Çак уявран никам та пăрăнса юлмарĕ.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 5-11 классем хаçатсем кăларчĕç.Хаçатсен конкурсĕ «Упрар тăван чĕлхемĕре» ятпа пулчĕ.Чи пултаруллине суйласа илме питĕ йывăр пулчĕ,11 классем-I вырăна,10 классем-II вырăна,8 классем-III вырăна çĕнсе илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Улттăмĕш классем хушшинче «Юмах ятăм юптартăм» викторина ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ.Ачасем çак викторинăра хăйсен пĕлĕвĕсене уçса пачĕç.

Ака уйăхен 25- мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне халаласа уяв концерчĕ пулчĕ.Ачасем сăвăсемпе,юрă-ташăпа савăнтарчĕç.Яковлев калавĕсем тăрăх инсцинировкăсем лартрĕç.

Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç.

Тăххăрмĕш классем «Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем» темăпа рефератсем хÿтĕлерĕç.Тĕпчевçĕсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллаштарчĕç.Ачасем хăйсен ĕçĕсене  тĕплĕн пурнăçлани курăнчĕ.

Ачасем хушшинче юмах çырма юратакансем те пур.Вĕсем те эрнере хутшăнма кăмăл турĕç.Çавна шута илсе ачасем хушшинче «Сцена çинче юмах лартасси » конкурс йĕркелерĕмĕр.Мĕн тери талантлă ачасем.Чи маттуррисем 3-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç.2011 çул космонавтика çулталăкĕ пулнă май,ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче кашни класра информаци сехечĕ пулса иртрĕ.Информаци сехечĕнче А.Г.Николаев лётчик космонавт ĕçĕ-хĕлĕпе тата чăвашран тухнă лётчик испытательсен пурнăçĕсемпе паллашрĕç.

Çак эрнесем пулса иртни чăваш чĕлхипе упрама, юратма,хисеплесе пыма вĕрентессе шанас килет.