Информаци сехечĕ

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта космонавтсем çулталăкне халаласа информации сехечĕ пулса иртрĕ. Ачасене чăвашран тухнă А. Г. Николаев космонавт пурнăçĕпе тата чăвашран тухнă ытти лётчик-испытательсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.