Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсем вуланă калавсем, юптарусем, юмахсем тăрăх инсценировкăсем кăтартса пачĕç. Хайлавсенче тăван çĕре хаклама, атте-аннене хисеплеме, тăван чĕлхене юратма, юмахри ырă сăнарсем пек тÿрĕ чунлă пулма хистеççĕ. Ачасем хăйсен чăн-чăн юмахри сăнарĕсемпе ыттисене тыткăнларĕç.