Юмах юман тăрринче, халап хапха тăрринче

Юмах  юман  тăрринче, халап хапха тăрринче. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем питĕ юмах вулама кăмăллаççĕ. Çакна шута илсе шкулти вулавăшра  ачасемпе «Юратнă юмахсем» викторина ирттертĕмĕр. Ачасем юмахри  сăнарсене аса илчĕç, вĕсем урлă ырăпа усала уйăрса илме пултарчĕç. Викторинăна  пĕтĕмлетсе Адюкова Л.Г. «Юратнă юмахсем» презентации кăтартрĕ. Шăпăрлансем уявпа кăмăллă пулчĕç