Чăваш челхипе литература эрнине халалласа, шкулти вулавăшра Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ "Çитĕннĕ вăхăт" кĕнекене тишкертĕмĕр. Унта чăвашсене çутта кăлараканăн И. Я. Яковлевăн аса илĕвĕсене чăвашла пичетлесе кăларнă. Кĕнеке калăпăшĕпе пысăках мар, унта 62 страница. Вăл "Куçаракан сăмахĕпе" уçăлать, "Ачалăхăм", "Пăрăнтăкра", "Чĕмпĕрти шкул" тата "Гимназире" пайсенчен тăрать, лайăх вуланать. Ăна С. А. Бритвина художник ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. И. Яковлев хăй мĕнле ÿснине, Пăрăнтăкри, Чĕмпĕрти шкулсенче, гимназире вĕреннисене, чăвашсен çырулăхне туса хурас ĕçе епле йĕркелесе яма пикеннине, çĕр виçевçинче ĕçленине аса илнисене хумханмасăр вулама çук.
Ку кĕнекене ачасем валли кăларнă. Вăл шкул ачисене, уйрăмах Яковлевçăсене, питĕ кирлĕ, унпа усă курса тĕрлĕ çыру ĕçĕсем, конкурссем ирттерме пулать.