Мĕн ачаран сцена çинче

Аслă Елчĕкри вăтам шкулти Л.Волкова ертсе пыракан класс ачисем мĕн пĕчĕкрен халап-юмах вулама юратаççĕ. Халĕ вара вĕсем çав юмахсене сцена çинче кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть пĕчĕк артистсем Л.Сарине çырнă "Наян мулкач" юмах лартса пачĕç. О.Моисеева, Е.Агеева, Г.Катюков, Е.Кантеева, Е.Чернова хăйсен ролĕсене питĕ ăста вылярĕç. Юмаха Е.Петрянкина ертсе пычĕ. Шкул ачисем хăйсен пултарулăхне Патреккелте те кăтартрĕç. Çамрăк артистсене кỹршĕ яла кайма транспортпа тивĕçтернĕшĕн А.Печкова тав сăмахĕ калас килет.