Пысăк коллектив

Сăн ÿкерчĕкре: тăхăрмĕшсем Юратакансен кунĕ тĕлне стена хаçачĕ кăларчĕç.

 

 

Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти тăхăрмĕшсене пиллĕкмĕш класранпа 31 çул ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитании парассишĕн тăрăшакан Г.В.Орехова ертсе пырать. Уроксем пуçланиччен те, кайран та класс ертÿçи вĕсемпе юнашар. 29 ачан «иккĕмĕш амăшĕ» вĕренÿри ĕçĕсемпе интересленнипе пĕрлех шкулти, ун тулашĕнчи мероприятисене активлă хутшăнтарать. Сасă хăпартса каласа маар, ачасен интересĕсене кура. Вĕренÿ отличницисем А.Хушкина, Е.Долгова, Т.Галкина, О.Чернова – класса малалла туртакансем. Вĕсемех предмет олимпиадисене хутшăнса шкул чысне çÿле çĕклеççĕ. Спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлакансем те сахаллăн мар. Районти ăмăртусене призлă вырăнсене йышăнакан П.Маловпа, О.Мольковăпа, Е.Хушкинпа, А.Райковпа, М.Свиягинпа мухтанаççĕ юлташĕсем. Хăшĕсем юрлама, ташлама, ÿкерме юратаççĕ. Пысăк та туслă коллектив пĕр-пĕриншĕн кар тăрать.