Ентешĕмĕр асăмра

Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çĕр-шывăн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕрлештернĕ командине кĕнĕ СССР спорт мастерне Илья Григорьевич Уркина асăнса Елчĕк районĕн уçă чемпионачĕ иртнĕ. Аслă Елчĕкри И.Г.Уркин ячĕллĕ кĕрешỹ шкулĕнче 1999 - 2001, 1996 - 1998, 1993 -1995 çулсенче çуралнă атлетсем кавир çине тухнă. 28 килограмлă атлетсенчен Н.Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Хушкин, А.Шаков (иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрен), 32 килограмлă кĕрешỹçĕсенчен А.Блинов, Д.Дергунов, М.Павлов (Кушкă) палăрнă. Ытти çĕнтерỹçĕсемпе призерсем: 38 килограмм. 1. Д.Обручков (Елчĕк). 2. Н.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Д.Антонов (Кушкă). 42 килограмм. 1. Р.Чернов. 2. Д.Печков. 3. Р.Патшин (Аслă Елчĕк). 50 килограмм. 1. И.Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Г.Иванов (Кушкă). 3. А.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 54 килограмм. 1. Э.Адюков. 2. А.Мольков (Аслă Елчĕк). 3. З.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 58 килограмм. 1. П.Зайцев (Кушкă). 2. Р.Печков (Аслă Елчĕк). 3. П.Архипов (Çĕнĕ Пăва). 63 килограмм. 1. Э.Дергунов (Кушкă). 2. А.Шаков. 3. А.Шакин (Аслă Елчĕк). 79 килограмран йывăртарах. 1. К.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. А.Спиридонов (Çĕнĕ Пăва). 3. М.Чернов (Аслă Елчĕк). Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене призсем, грамотăсемпе медальсем парса чысланă.