Чăвашсен пур сумлă çын,
Пурте ун ятне пĕлеççĕ.
Ун çичен калаçнă чух
Ырăпа çеç асăнаççĕ.
Геннадий Никандрович Волков çинчен аса илмесĕр пĕр кун та ирмест. Вăл пĕтĕм халăха вĕрентме пултарнă, пурнăç тăрăшшĕпех тăван халăхăн культурине çĕклес тесе тăрăшнă. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр, тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерсе хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнтăлнă.
Паллă ăсчаха асăнса, ачалăхĕпе çамрăклăхне пĕрле ирттернĕ учитель-пенсионер Кассирова Венера Петровна вĕренекенсемпе «Савнă Кени юлташăм!» асăну сехечĕ ирттерчĕ. Ентешĕмĕрĕн çутă малашлăхĕ çамрăк чухнех палăрни çинчен питĕ тĕплĕ те интереслĕ каласа пачĕ. Кашкăр Хуначи çырнă кĕнекесене илсе вулама сĕнчĕ.
Адюкова Л.Г. библиотекарь Г.Н.Волковăн пил сăмахĕсемпе паллаштарчĕ. «Эпĕ сире юрататăп. Пурнăçăрта та чи мала ача-пăчана, çемьене, мăшăра лартма ыйтатăп. Каччăсем, ÿссен, çемье çавăрсан ĕç хыççăн кил алăкне яри уçăр та: «Турăçăм, эпĕ сире епле юрататăп!» - тесе калăр. Ан манăр, арçын вăл – патша, хĕрарăм вара – Турă» текен сăмахсем ачасене шухăша ячĕç.