Тимуровецсем паян та йышлă

Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта кашни классрах Тимур командисем сыхланса юлнă. Вĕсем валли вара кирек хăçан та ĕç тупăнсах тăрать. ĕçлеме анчах ан ÿркен. Ара ялсенче сахал мар ватă инвалид пурăнать-çке.

Хăшĕ-пĕрин ачи пăчи çук, теприсен питех те аякра пурăнаççĕ. Мĕн те пулин пысăкрах ĕç тăвас тесен  вĕсен яланах çын  куçĕнчен пăхмалла. Социаллă ĕçченсем темиçе çын патне пĕр вăхăтрах пыраймаççĕ.

Çакна шута илсе Аслă Елчĕкри 6-мĕш класри шкул ачисем, Молоствов З. В. тата Адюкова Л. Г. ертсе пынипе ватăсем патне час-часах пулăшма çÿреме шут тытрăмăр. Пĕрне кил-картине юртан тасатма, теприне кил-çурт ăшчиккине тирпейлеме пулăшсах тăмалла.

«Хĕллехи кун кил картине юртан тасатма ватăсене питĕ йывăр, пирĕн - çамрăксен, юн выляса анчах тăрать» - теççĕ  тимуровецсем.

 Ветерансем пирĕн ĕçпе яланах кăмăллă. Эпир те вĕсене пулăшма яланах тарават.