Ташши, ташши, салакайăк ташши…
Шăмат кун Курнавăшри информаципе кану центрне тăваттăмĕш çул йĕркелекен хореографи коллективĕсен "Грация" фестиваль-конкурсне районти 43 ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ. Ташлама юратакансем нихçанхинчен йышлă. Калама кăна: 300 яхăн ташăçă! Апла пулсан, Елчĕкре ташă искусстви аталанать, ачасем мĕн пĕчĕкрен ташă илемне туйса ỹсеççĕ. Зал тулли халăх. Ура çинче тăракансем те йышлă. Курнавăшри культура ĕçченĕсем хăйсем тăрăшуллă пулнăран, Чăваш Ен пĕрремĕш Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ оборудованисемпе, тĕрлĕ костюмсемпе пуянланчĕç. Хăтлă та çутă керменте район шайĕнчи конкурс та çỹллĕ шайра иртрĕ. Уява йĕркелесе яраканĕ тата унăн тĕп спонсорĕ шăпах информаципе культура центрĕн директорĕ Петр Смирнов. Йăлана кĕнĕ тăрăх, фестивальте кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем хальхи тата халăх ташшисемпе тыткăнларĕç. Чи малтанах сцена çинче Елчĕкри "Солнышко" ача сачĕн "Горошинки" ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. 7-10 çулсенчи конкурсантсенчен чи маттуррисем Аслă Елчĕкри "Шевлесем" ушкăн пулчĕ. Вăрăмхăвари Лиза Казначеева чăваш халăх ташшине шуса-шуса илемлĕ ташларĕ. "Дружные", "Ассорти", "Пукане" ушкăнсем те хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăна илчĕç. Елчĕкри "Вдохновение", "Ассоль" ушкăнсем сцена çине тухсанах залри халăх шавласа илчĕ, ытла та хитре тумсемпе тухнă-çке пĕчĕк ташăçăсем, кăмăл çĕкленнине те пытарма çук. 11-14 çулсенчи ташă ушкăнĕсенче арçын ачасем ытларах пулни савăнтарчĕ. Елчĕкри хĕр пĕрчисем "Китайские напевы" ташлама тухсан куракансем инçетри Китай çĕр-шывнех çитсе килчĕç пулĕ. Ытла та хитре те çыпăçуллă хусканусем тума пĕлеççĕ пĕчĕкскерсем. Фестивальте тĕрлĕ халăх ташшине курса килентĕмĕр. Шăмалакри О.Егорова музыкант ертсе пыракан "Очаровашки" ушкăн брейк ташăпа (урам ташши) килентерчĕ. Н.Печков, С.Захаров, П.Герасимов, А.Егоров фестивале иккĕмĕш хут хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр иккĕмĕш вырăна тухнă пулсан, кăçал ним иккĕленмесĕрех - пĕрремĕш. Мĕнле кăна хускану тума пĕлмест Петя Герасимов, шăмми çук тейĕн вĕт. "Минута славы" конкурса унран сахал хускану тăвакансем те хутшăнаççĕ. Тăрăшсан телевиденине те çитме пулать унăн. "Ассоль", "Хавас", "Tvista", "Drive", "Стрелы", "Indomix", "Матрешки", "Тимеш", "ДиМ" ушкăнсем пуçласа сцена çине тухманни куç кĕрет, чăннипех те ăста ташăçăсем çак ушкăнсенче. Акчел ялĕнчи хĕрсене асăнмасăр иртес мар. М.Крылова, Р.Карсакова, Е.Сардаева Инди ташшинче маçтăр, Типшĕм Сашукăн мунча юррипе те маххă памарĕç. 15-20 çулсенчи ушкăнра ташлакансене курса ларма та питĕ кăмăллă. "Энерджайзер", "Wolf dance", "Карусель", "Ремикс", "Жемчужина", "Beat Freaks", "Дети солнца", "Fashion girl" ушкăнсем, Анжела Соколова ташланă чухне зал кĕрлесе тăчĕ. Жюри членĕсене чи-чи лайăххине суйласа илме пĕртте çăмăл пулмарĕ. Гран-прие Çĕнĕ Пăвари "Энигма" ташă ушкăнĕ тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсенчи стилягăсен композицийĕпе тата хальхи ташăпа куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Район администрацийĕн культура тата архив секторĕн заведующийĕ А.Александрова, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалист-эксперчĕ Н.Малышкин фестиваль лауреачĕсене тата унта хутшăнакансене, ушкăнра палăрнă чи лайăх ташăçăсене уйрăммăн дипломсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç. Районти культура ĕçченĕсем çеç мар, учительсем те шкул ачисене мĕн пĕчĕкрен ташлама вĕрентсе пысăк ĕç туни чăннипех те савăнтарать. Кунта, паллах, Елчĕкри искусство шкулĕн хореографĕн С.Карамаликован тỹпи пĕчĕк мар. Вăл тавра ялăн ачисене хăй патне пуçтарать. Ун хыççăн ыттисем те, кашнине хушаматран аса илсе тăраймăн, шăпăрлансене чăваш йăли-йĕркине манма памаççĕ. Халăхра çапла каларăш çỹрет: юрлакан, ташлакан çын усал ĕç тумасть. Чăннипех те çапла пулĕ вăл: илемлĕхе чунпа туяканăн начар ĕç тума вăхăт юлмасть. Лайăх ташлама вĕрениччен вара çĕр хут тар кăлармалла... Ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрне ташă кружокĕсене çỹреттерес тесе ăнтăлни куç кĕрет. Костюмĕсем пĕринчен теприн илемлĕ те çыпăçуллă, хитре. Вĕсемшĕн вара ашшĕ-амăшĕ сахал мар расхутланнă. Ташăçăсене кăштах кантарса Елена Цветковăпа Нурик Аслаханов куракансене çепĕç юрăсем парнелерĕç. Уяв питĕ хаваслă иртнипе пурте килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.