Иртнĕ шăмат кун Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул хăнасене тарават пулчĕ. Районти шкул ачисем олимпиадăна пуçтарăнчĕç, Шупашкартан килнĕ ăсчахсем Г.Волков академика халалласа вăл вĕреннĕ шкулта "Этнопедагогика тата хальхи вĕрентỹ процесĕ" наукăпа практика конференцийĕ йĕркелерĕç. Аслă Елчĕксем тĕнчипе палăрнă ентеше яланах хапăл. 83 çулпа пыракан Геннадий Никандрович тăван кĕтесе самантлăха та манмасть, май тупăнсанах çуралса ỹснĕ кĕтесе килсе кайма вăхăт тупать. Юлашки хутĕнче вăл тăван ял 450 çул тултарнине уявлама килнĕччĕ. Шупашкартан килнĕ делегацие шкул коллективĕ тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илчĕ. Шкул библиотекинче, коридорта чăваш ăсчахне халалланă выставкăсемпе ятарлă кĕтессем ăсталанă. Кунтах вĕренекенсен ал ĕçĕсен куравĕ. Раççей вĕрентỹ академийĕн, ЧР Ăслăлăхпа ỹнер наци академийĕн академикне Г.Волкова, унăн юлташĕсене, вĕренекенĕсене, студентсене Г.Н.Волков ячĕллĕ шкул ĕçченĕсемпе ачасем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан инçетрен килнĕ хăнасене ял çинчен ỹкернĕ видеоỹкерчĕксемпе паллаштарчĕç. Кунтах чăвашсен чи чаплă хăнана кĕтсе илекен апат-çимĕçне хатĕрленĕ. Геннадий Никандрович шăрттанне, кăпăклă тутлă сăрине астиврĕ. Конференцие Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи этнопедагогика институчĕн директорĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Л.Кузнецова профессор уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах конференцире Чăваш наци конгресĕн гимнне шăрантарчĕç. Унтан шкул директорне З.Обручковăна сăмах пачĕç. Вăл тăван шкул чăваш ятне çỹле çĕкленĕ ентешĕн ячĕпе хисепленсе тăнишĕн хăпартланнине, учительсемпе шкул ачисем те халăхăн йăли-йĕркине тытса пырас енĕпе нумай ĕçленине палăртрĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев ял историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалист-эксперчĕ Н.Малышкин вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн аксакалĕ çинчен ăшă сăмахсем нумай каларĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Алена Волкова "Эпĕ Волковсен йăхĕнчен" тĕпчев ĕçĕ çырнă, вăл хăйсен йăх-несĕлĕпе мăнаçланни çинчен каласа пачĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Хушкина акт залĕнче ларакан ачасемпе "Чечеклен, тăван чăваш чĕлхе" уçă урок ирттерни питĕ килĕшỹллĕ пулчĕ. Чи малтанах Н.Хушкин музыкант ертсе пыракан хĕр ачасен ушкăнĕ академик юратакан "Кайăк хурсем" юрра шăрантарма пуçларĕ. Президиум сĕтелĕ хушшинче ларакан сумлă хăна чăтаймарĕ курăнать, ура çине тăрса юрлама пикенчĕ. Унтан шкул ачисем Геннадий Никандрович çырнă калавсем тăрăх инсценировка лартса пачĕç. Г.Волков трибуна умне тухсан пухăннисем шăпăрт пулчĕç. Ăсчахăмăр хăй 75 çул каялла вĕренме килнĕ шкул пурнăçĕ çинчен чунтан тухакан ытарлă сăмахсене шеллемерĕ, аса илỹ çăмхи сỹтĕлчĕ те сỹтĕлчĕ. Ăна итленĕçемĕн итлес, унăн кашни сăмахне пуçра тытса хăварас килет, ытла та ăслă, чун-чĕрене сиплекен ырă сăмахсем калать-çке çынлăха мала хуракан сумлă та хаклă ентешĕмĕр. Ашшĕпе амăшĕн, асламăшĕпе кукамăшĕн, кукашшĕн сăмахĕсене аса илет. Пĕр тĕслĕхе каласа памасăр иртес килмест. "5 çулта чухне ĕне кĕтме пуçланă, çав вăхăтрах табак туртма тытăннă. Пĕринче атте: "Гени, эсĕ табак туртатăн вĕт", - тет. "Атте, ĕне çумĕнче туртатăп, " - тетĕп хайхи. "Ĕнене кĕтĕве, сана шкула яратпăр. Шкул ачисем туртмаççĕ", - терĕ атте. Унтанпа 75 çул иртрĕ, эпĕ табак туртса курман." Хăйне мухтанине кăмăлламасть вăл. "Чăн-чăн академик вăл Ломоносов...Эпĕ сирĕнтен вĕренме килтĕм. Паянхи ачасем ăслă, пултаруллă. Епле пулсан та ĕлĕкхине манар мар. Пехил сире пурсăра та. Ырă курăр. Килĕре упрăр. Арçынсене калатăп, арăмăрсене упрăр. Тĕп сăмах - эпĕ сире юрататăп. Юратура пурăнăр". Конференцире Чăваш Республикин тата Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн, педагогика наукисен докторĕн, профессорĕн вĕренекенĕсем те сăмах илчĕç. Чăваш педагогика университечĕн психологипе социаллă педагогика кафедрин заведующийĕ М.Харитонов, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республикăри пĕрлешĕвĕн руководителĕ, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн членĕ А.Игнатьева-Чапуркина, Чăваш наци конгресĕн членĕ В.Васильев ăсчахăмăр ĕçĕсене вĕрентỹре епле усă курнине каласа, кăтартсах пачĕç. Академикăн çывăх тăванĕ, ачасен тренерĕ Н.Молоствов та тăванĕнчен автограф илчĕ. Унтан Г.Волков шкула хăй сăнĕллĕ медаль парнелерĕ. Юлашкинчен хăнасем шкул музейĕпе паллашрĕç. Унта та паллă педагога халалласа ятарлă кĕтес уçнă. Музейра академикăн Мухтав грамотисем те упранаççĕ. Вĕсене курсан ентешĕмĕр тĕлĕнсех кайрĕ, вĕсем халиччен сыхланса юлнине пĕлмен те вăл. Геннадий Никандровичпа конференцине хутшăннисене чăвашсен тутлă апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Çăмах яшкине юратакан академикпа унăн вĕренекенĕсем кăмăллă хуçасене тутлă апатшăн чун-чĕререн тав туса нумай-нумай ăшă сăмахсем каларĕç. "Тăван ялăн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак", - тесе ыт ахальтен каламан паллă та ăш пиллĕ ăсчахăмăр. Эх, çавăн пек çынлăхлă çын пуласчĕ те...