«Пĕччен пыл çиме аван, йышпа ĕç тума аван» - тенĕ ваттисем. Чăн та, тĕрĕс шухăш. Ушкăнпа пуçтарăнса ĕçлесси те мĕн авалтан тухнă йăла.
Ялта ниме. Асаттесенĕн
Ыр йăлине асран ямасăр
Пурнасшăн, пурăнать ман халăх
Епле чăтас ман савăнмасăр!
- тенĕ хайĕн «Ниме» сăввинче В. Туркай. «Ыр йăлине асран ямасăр» текен сăмахсене тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр те ĕнтĕ эпир хамăр шкулти нимене.
Шкулта – ниме,
Ниме пăхмасăр
Васкар апла тăк пулăшмашкăн,
- тесе килчĕç пирĕн пата аттесемпе аннесем.
Вĕрентекенсем, шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул туалетне тĕпрен юсанă, столовăй, спортзал тăррине çĕнĕрен витнĕ. Автобус лартмалли гараж тăррине те вĕсен пулăшăвĕпех юсанă.
«Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкула автобус та уйăрса пачĕç. Малашне районти, республикăри олимпиадăсене, тĕрлĕ ăмăртусене кайнă чухне ăшă та пысăк автобуспа инçе çула кĕскетсе чуптарăпăр» - тесе савăнать шкул директорĕ Зинаида Обручкова.