Маттур ачасем

Хальхи вăхăтра çитĕннĕ çынсем те чылайăшĕ ĕçлемесĕр килте лараççĕ: пĕрисем ĕç тиркеççĕ, теприсен кахалĕ пысăк пулĕ. Ĕçлеме ÿркенмен çыншăн вара яланах ĕç тупăнать, хăш-пĕр ачасем те хаваспах ĕçе кÿленеççĕ.

Аслă Елчĕкри маттур ачасене аслисен умĕнче ятран палăртса хавхалантарас килет. Илья Чернов, Федя Катин, Артур Райков, Максим Свиягин тата Ваня Кантеев 3 çул каяллах (вĕсем ун чухне 5-6-мĕш классенче анчах вĕреннĕ) çуллахи каникул вăхăтĕнче Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ферминче сысна кĕтĕвĕ кĕтрĕç. Вĕсене çак ĕç питĕ килĕшВĕсене çак ĕç питĕ килĕшнĕ ĕнтĕ, çавăнпах кашни çул сыснасене юратса пăхрĕç. Кăçал çу кунĕсем ытла шăрăх тăчĕç, палах, ачасене яра куна хирте ирттерме çăмăл пулмарĕ.

- Апла пулин те вĕсем ÿпкелешсе калаçмарĕç, хăйсем пикеннĕ ĕçĕн вĕçне тухрĕçех, шкула каймалла пуличчен те кĕтÿрен пăрахмарĕç, - каласа кăтартать ферма заведующийĕ Геннадий Афанасьев. Вăл ачасен ĕçне кулленех тĕрĕслесе тăнă, вĕсемпе питех те кăмăллă пулнă.

Пĕлÿ кунĕнче ĕçчен ачасене хуçалăх ертÿçи Валерий Падуев шкула пырсах пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Хисеп хучĕсемпе пĕрле парнесем парса хавхалантарни ачасен чунĕсене тата ăшăтнă. Ĕç çынна илем, хисеп кÿнине тепĕр хутчен ăнланчĕç вĕсем.

Тăрăшуллă, пултаруллă ачасен ĕç хыççăн та вăхăта усăсăр ирттермен. Футбола вылянă, ытти спорт вăйисенче тупăшнă. Илья Чернов, тĕслĕхрен, пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреме тытăннă. В. Чернов, Г. Адюков тренерсем хавхалантарнипе Илюш çак çулсенче хăйĕн спортри ăсталăхне нумай ÿстерчĕ. Аслă Елчĕкре, каярахпа республика шайĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнчĕ. Илюш хоккейла выляма та ăста, вăл хоккей хапхин шанчăклă хÿтĕлевçи.

Нумаях пулмасть Илюш 14 тултарчĕ, аллине паспорт илчĕ. Пултаруллă ачан çулĕ яланах такăр пултăр.