Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Александр Алексеевичпа Любовь Германовна Адюковсем – иккĕшĕ те педагогсем. Кил хуçи Патреккел шкулĕнче физкультура урокне ертсе пырать, çемье ăшшине тытса тăраканĕ Любовь Германовна вара ялта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Шанса панă ĕçе юратса пурнăçлаççĕ вĕсем. Çавăнпах вĕренекенĕсем район, республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртура час-часах палăраççĕ.
Любовь Германовна юрă-ташăпа та, техникăпа та питĕ туслă. Çакна кура ăна çынсем уявра видео, сăн ÿкерчĕк ÿкерме йыхравлаççĕ. Икĕ çул каялла вăл водитель правине илнĕ те тÿрех ашшĕпе амăшне машинăна лартса Елчĕкелле çул тытнă. Паллах, васкамасăр, майĕпен кайнă.
– Ах, ачам, ку таранччен çурран та тахçанах çитмелле. Тупата, тимĕр шапа та сан машинуран хытăрах каять пулĕ, – тенĕ амăшĕ канăçсăрланса.
Ĕнтĕ унчченхи шиклĕ самантсем тахçанах манăçа тухнă Любовь Германовнăшăн. Халĕ вăл мăшăрĕ пекех машинăпа вăш! кăна çÿреме пултарать.
Виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ Адюковсем. Асли, пиллĕкмĕш класра вĕренекен Катя, питĕ сăпайлă та ырă кăмăллăскер. Йывăрлăха кĕрсе ÿкекене нихăçан та пулăшусăр хăвармасть. Уйрăмах чĕр чунсене юратать. Урамри хуçасăр йытă-кушаксемшĕн еплерех чунĕ ыратать тата унăн!
Пĕррехинче Катя амăшĕпе лавккана кайма тухнă. Карта кĕтессинче кушак çури макăрса ларнине курсан:
– Анне, тăхта-ха! Эпĕ çакна килне леçсе ярам. Унсăрăн çухалса каять те çапкаланса çÿрĕ. Вара ăна шеллесе кам пĕр татăк çăкăр парĕ? – тесе пĕчĕкскере йăтса анаталла чупса кайнă.
Вăталăххи Юля йăлтах амăшне хывнă. Вăл та техникăпа кăсăкланать. Виççĕмĕш класра çеç вĕренет пулин те компьютера витĕр пĕлет. Пĕр вырăнта лăпкăн ларма пултарайман хĕр ача “5” паллăсемпе çеç вĕренет.
Кĕçĕнни Маша кĕçех иккĕ тултарать. Тăхăр уйăхрах утма вĕреннĕскер аппăшĕсене мĕн чухлĕ канăçсăрлантарман-ши вăл; Урок тунă вăхăтра сĕтел çинчен кĕнекесемпе тетрачĕсене пĕрре мар сĕтĕрсе антарнă... Машăн чи юратнă апачĕ – пăтă. Амăшĕ ĕне сума тухсанах “ĕçе” тытăнать вăл. Хыпалансах тенкел çине кĕрпе, сахăр, тăвар кăларса хурать те юратнă çынни сĕт илсе кĕрессе чăтăмсăррăн кĕтсе ларать. Ара, амăшĕ пăтă çапла пĕçерет-çке.
Адюковсен çемйи спортпа туслă. Хĕллехи кунсенче те пушă вăхăтра пÿртре лармаççĕ. Пурте пĕрле йĕлтĕр сырса уялла васкаççĕ. Тĕрĕссипе, Александр Алексеевичпа Любовь Германовнăна пĕр-пĕрне тупма та спорт пулăшнă. Ун чухне çамрăк тренер Саша хăйĕн вĕренекенĕ-сене района тăтăшах тĕрлĕ ăмăртăва илсе çÿренĕ. Шăп çавăнта вăл час-часах мала тухакан Кĕçĕн Таяпа хĕрне Любăна асăрханă та...
Çамрăксем пĕр-лешсенех хăтлă кирпĕч çурт лартнă. Александр Алексеевичăн алли ылтăн та пÿрт ăш-чиккине ытларах хăй тĕллĕн тунă.
– Мăшăрăм манăн ĕçчен, эпĕ пушă мар чух ĕне сума та ÿркенмест. Апат пĕçересси те уншăн ним те мар. Çуллахи вăхăтра та пĕрлех пахчара тăрăшатпăр, – тет Любовь Германовна кăмăллăн.
Çапла, тепĕр чух пурте çывăрма выртсан Любовь Германовна компьютер умне ларать те ир енне çеç пушанать. Урокра усă курмалли материалсем хатĕрлет, уявра ÿкернĕ кадрсене монтаж тăвать е сăн ÿкерчĕксене кăлтăксенчен тасатать.
– Лавккана кĕрсен те пит-куçа илем кĕртмелли япаласем шырамастăп çав эпĕ. Мана техника интереслентерет-çке! – йăл кулать Любовь Германовна. Хăй вара ырă чунĕпе те, илемлĕ пит-куçĕпе те, пултарулăхĕпе те кирек кам кăмăлне те уçма пултарать.
Элиза ВАЛАНС