Ветеранпа тĕл пултăмăр

Эпир Аслă Елчĕк шкулĕнче пĕлÿ пухатпăр. Т. Ласточкина тата Н. Хушкина вĕрентекенсемпе, Т. Шакова социаллă ĕçченпе пĕрле эпир ялти сумлă ватă патĕнче – Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Е. Немцев килĕнче пултăмăр.

Евстафий Евстафьевич тата унăн мăшăрĕ – ĕмĕрне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă Лидия Григорьевна пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, чейпе сăйларĕç.

Ветеран вăрçăн хаяр çулĕсем пирки чуна çÿçентермелле витĕмлĕ, хумханса каласа пачĕ. Эпир ăна пĕр сăмах сиктерми итлерĕмĕр. 1920 çулта çуралнă Аслă Елчĕк каччи 1940 çулта çар ретне тăнă. Салтакра самолетсем юсама шаннă чăваш каччине. Вăрçă пуçлансанах çапăçăва кĕнĕ. Е. Немцев Харьков, Дон çинчи Ростов, Севастополь, Сталинград хулисене нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ. 1946 çулта тăван яла таврăннă. Вăрçă ветеранĕн сахал маар орден-медаль. Унăн наградисемпе паллашнă май вĕсене тытса пăхмасăр тÿсеймерĕмĕр.

Ăш пиллĕ ватăсене эпир те вăрçă темипе çыхăннă сăвăсем каласа патăмăр.

4-мĕш класра вĕренекенсем,  Аслă Елчĕк шкулĕ.